Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар, мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ. Анчах та эпӗ сире ку тӗлӗшӗнчен мухтани пустуй ан пултӑрччӗ тесе, каланӑ пекех, сире хатӗрлесе ҫитермешкӗн сирӗн патӑра тӑвансене ятӑм. Ахальлӗн, пирӗнпе пӗрле Македонири ӗненекенсенчен кам та пулин сирӗн патӑра пырсан, сирӗн пулӑшӑвӑр хатӗр маррине курсан, сире мухтаса ҫапла шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑр намӑс курасси пирки шарламастӑп та. Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм. Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ.
Выбор основного перевода