Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр.