Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине асӑрхасан Иоанн вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, усал сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ. Фарисейсем вара ҫаксем пурте пур тесе ӗненеҫҫӗ.