Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те ҫавнашкалах. Ҫӗрекен ӳт ҫӗре кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать. Эпир тусантан пулнин сӑнарӗпе епле ҫӳренӗ, ҫавнашкалах тӳперен аннин сӑнарӗпе ҫӳрӗпӗр. Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас тӗллевӗмпе манӑн Христоса тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ вӑй-хӑвата пӗлес килет; Унӑн асапне, вилӗмне Унпа пӗрле пайлас килет.
Выбор основного перевода