Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Унта фарисейсем пынӑ та Иисуспа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» «Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус. Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫапла ту, вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑн», – тенӗ. Вара хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем Ӑна хирӗҫ: «Вӗрентекен, Эсӗ аван каларӑн», – тенӗ.
Выбор основного перевода