Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса. Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ. Вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп та. Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“.
Выбор основного перевода