Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн». Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». «Вӗрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳремен пирки эпир Ӑна чартӑмӑр», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне Иоанн. Пӗр яла кӗрес умӗн Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем чарӑнса аякранах хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Эй, Вӗрентӳҫӗ Иисус! Хӗрхенсем пире!»
Выбор основного перевода