Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ. Ирхине вара Иисус ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ. Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ. Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ. Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. Пӗррехинче Иисус кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсен пӗр вӗренекенӗ Унран: «Хуҫамӑр, Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрент-ха», – тесе ыйтнӑ.
Выбор основного перевода