Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсем вара ҫав самантрах киммине хӑварнӑ та, ашшӗнчен уйӑрӑлса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?» Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ. Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ Вӑл тепӗр ҫынна. Лешӗ вара ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ». «Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.
Выбор основного перевода