Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр! Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ. «Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут текенни кам вара Вӑл?» – ыйтнӑ унран. «Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!»
Выбор основного перевода