Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне ҫӳҫ-пуҫна тураса тирпейле те пит-куҫна ҫу. Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук». Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“. Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм. Пӗррехинче, вӗсем Хуҫамӑра кӗлтуса типӗ тытнӑ вӑхӑтра, Святой Сывлӑш ҫапла каланӑ: «Эпӗ Варнавӑпа Савла ятарлӑ ӗҫ валли чӗнсе илнӗ, вӗсене ҫав ӗҫӗме тума ярӑр». Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ. Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ, кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ. Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм.
Выбор основного перевода