Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни. Пирӗн хушшӑмӑрта вӑрттӑн йӗрлекен, тӑвансем пек курӑнма тӑрӑшакан сӑнавҫӑсем те пулчӗҫ. Вӗсем Иисус Христоса ӗненнипе тупнӑ ирӗкӗмӗр пирки вӑрттӑн пӗлсе пире пӑхӑнтарасшӑн пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иаков янӑ ҫынсем килсе ҫитиччен вӑл маларах урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетчӗ, анчах та вӗсем килсе ҫитсен иудейсенчен шикленнипе урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса-пӑрӑнса ҫӳре пуҫларӗ. Халӗ вара, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн, тата тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха эсир ҫут ҫанталӑкӑн халсӑр та мӗскӗн вӑйӗсем патне таврӑнасшӑн, мӗншӗн каллех вӗсен чури пуласшӑн? Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр. Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн. Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей, Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать. Ҫавӑнпа та вӗсене ӳпкелесе пророк ҫапла калать: «Эпӗ Израиль ҫыннисене, Иуда ҫыннисене ҫӗнӗ халал парас кунсем ҫывхараҫҫӗ, – тет Хуҫа Турӑ. Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр. Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.
Выбор основного перевода