Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах вӗсен куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ. Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ.
Выбор основного перевода