Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Мӗн тӑвасси Ман ирӗк мар, Аттене итленӗрен ҫапла суд тӑватӑп. Хам ирӗкӗме мар, Хама яракан ирӗкне тума тӑрӑшнӑран Ман судӑм тӗрӗс». Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр. Мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран каламастӑп, мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатӑп. Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать.
Выбор основного перевода