Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра». Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!» Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!» Ашшӗ никама та суд тумасть. Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе суд тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне шанса панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫав Ӑна яракан Ашшӗне те хисеплемест. Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем вара иккӗн: Эпӗ Хам тата Мана кунта яракан Аттем». Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ. Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр ӑслӑран та ӑслӑ Турра, ӗмӗр-ӗмӗр чыс та мухтав пултӑр. Аминь.
Выбор основного перевода