Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке. Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ. Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫ хӑҫан тата епле килессине пророксемех тӗплӗн тишкерсе тӗпченӗ. Эсир илес ырӑлӑх ҫинчен вӗсем малтанах каласа хунӑ. Христос курас асапсем ҫинчен, кайран Вӑл мухтава тухасси ҫинчен Христос Сывлӑшӗ пророксем урлӑ малтанах пӗлтернӗ. Вӗсем ҫакӑ хӑш вӑхӑтра, мӗнлерех пуласса пӗлме тӑрӑшнӑ.
Выбор основного перевода