Авраам ӑна каланӑ: „Вӗсен Моисей тата пророксем пур. Вӗсем ҫавсене итлеччӗр“.
„Ҫук, Авраам мӑн асатте, – хирӗҫленӗ пуян, – вилнисенчен кам та пулин кайса каласан, вӗсем ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнӗччӗҫ“.
Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».