Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ». Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ». Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсенчен: «Эсир мӗншӗн шӑмат кун тума юраманнине тӑватӑр?» – тесе ыйтнӑ. «Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Ҫав шыва мана ӗҫтерсемччӗ, манӑн тек нихҫан та ӑшӑм ан хыптӑрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ». «Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус. Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр? «Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.
Выбор основного перевода