Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Мӗскӗн те иккен эпӗ! Ҫак вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗмрен мана кам хӑтарӗ? Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр. ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ. Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ. Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине,
Выбор основного перевода