Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир? Паллах, ҫук! Енчен те Турӑ пире те айӑплама пултараймасан, тӗнчене Вӑл епле суд тума пултарӗ? Эсӗ ҫапла хирӗҫлесе калама пултаратӑн: «Манӑн суялӑх Туррӑн чӑнлӑхне палӑртса Ӑна мухтавлӑрах тӑвать пулсан, эппин мӗншӗн мана ҫылӑхлӑ ҫынна айӑпланӑ пек айӑпламалла? Тен, ырри пултӑр тесен, усал тумалла?» Хӑш-пӗр элекҫӗсем пире шӑпах ҫапла вӗрентетӗр теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Вӗсене тӗрӗс суд пултӑрах. Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ.
Выбор основного перевода