Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эй, тӑванӑмсем! Этем чӗрӗ чухне кӑна саккун унпа пуҫ пулнине пӗлместӗр-им? Ҫакна эпӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп. Тӗслӗхрен, качча кайнӑ хӗрарӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун упӑшки ҫумне ҫыхать. Упӑшки вилсессӗн вара хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Ҫавӑнпа та, упӑшки чӗрӗ чухнех хӗрарӑм урӑххине качча тухсан, ӑна мӑшӑрне улталакан теҫҫӗ. Анчах та упӑшки вилсессӗн хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Тепӗр арҫынна качча кайсан та вӑл мӑшӑрне улталакан шутланмасть. Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр. Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ. Анчах та халӗ, хамӑра ҫыхса тӑракан саккуншӑн вилӗ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирӗклӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир саккунри кивӗ сас паллисем хыҫҫӑн кайса мар, ҫӗнелнӗ чун хавалӗпе Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнатпӑр. Мӗн калар-ха эппин? Саккун хӑй ҫылӑхлӑ-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпӗ саккуна пӗлмен пулсассӑн ҫылӑх мӗнне те пӗлмен пулӑттӑм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсан, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм. Анчах та ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, манра юраманнине тӑвас кӑмӑл ҫуратрӗ. Саккун пулмасан ҫылӑх та вилӗ пулӗччӗ. Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ, Ҫапла ӗнтӗ саккун таса, пил-хушусем те таса, тӳрӗлӗхлӗ, ырӑ. Эй, айван Галати ҫыннисем! Сире кам илӗртсе чӑнлӑхран пистерчӗ? Пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен сире куҫӑн курӑнмалла пуличченех каласа кӑтартманччӗ-и вара? Эпӗ сиртен ҫакна кӑна ыйтса пӗлесшӗн: эсир Святой Сывлӑша саккуна тытса пынӑран е ӗненме ӳкӗтленӗрен илтӗр? Святой Сывлӑша илнинчен пуҫларӑр та халӗ этем йӑли-йӗркисемпе вӗҫлетӗр, ӗнтӗ эсир ҫав териех айван-и? Эсир Христосшӑн тӳссе ирттерни усӑсӑр пулчӗ-шим вара? Е усӑсӑр кӑна пулсанччӗ! Сире Турӑ мӗншӗн Сывлӑш парать, хӑватсем кӑтартать? Саккуна тытса пынӑран е Унӑн Хыпарне ӗненнӗрен? Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ. Ӗнтӗ пӗлсе тӑрӑр: ӗненекенсем – Авраам ачисем. Ӗненӗве пула ытти халӑхсем те тӳрре тухасси пирки Ҫырнинчех каланӑ. Турӑ Авраама ун ҫинчен малтанах ҫапла пӗлтернӗ: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ». Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем Турра чунтан парӑннӑ Авраампа пӗрлех пиллӗх илеҫҫӗ. Саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле ҫын та ылханлӑ». Саккунпа кӑна никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасси ҫак сӑмахсенчен уҫҫӑнах курӑнать: «Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». Саккун ӗненӳпе ҫыхӑнман, унта ҫапла каланӑ: «Саккуна пӗтӗмпех тытса пыракан саккуна пула чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха. Ҫакӑ пӗтӗмпех ытти халӑхсем те Авраама панӑ пиллӗхе Иисус Христос урлӑ илччӗр тесе, пире те хамӑра шантарнӑ Сывлӑша ӗненӳпе илмелле пултӑр тесе пулса иртнӗ. Тӑванӑмӑрсем! Этем пурӑнӑҫӗнчен тӗслӗх илсе паратӑп: ҫын алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ халала та никам та улӑштарма е хушса ҫырма пултараймасть. Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос. Мӗншӗн ҫапла калатӑп-ха? Мӗншӗн тесен Туррӑн Христос ҫинчен малтанах ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ сӑмахне тепӗр тӑват ҫӗр вӑтӑр ҫултан тин йӗркелесе ҫырнӑ саккун улӑштарма та, пӑрахӑҫлама та пултараймасть. Ҫапла вара еткерлӗхе саккунпа илни Турӑ шантарнипе илни пулмасть, анчах та Авраама Турӑ Хӑйӗн еткерне сӑмах парсах шантарнӑ. Апла пулсан саккун мӗн тума кирлӗ-ха? Ӑна каярахпа, ҫынсем усал ӗҫсем тума пуҫланӑ пирки, халӑха тытса тӑмашкӑн панӑ. Ангелсем урлӑ ҫураҫтаракана панӑ ҫав саккун Турӑ шантарнӑ «тӑхӑмри Пӗри» киличчен вӑйра тӑнӑ. Анчах та ҫураҫтаракан килӗшӳ тӑвакан икӗ ен хушшинче кӑна пулма пултарать, Турӑ вара – пӗрре! Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ. Анчах та Ҫырнинче пурте ҫылӑх тыткӑнӗнче тенӗ. Ҫапла вара Турӑ шантарнине Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ, ӗненекенсем ҫеҫ илееҫҫӗ. Килес ӗненӗве йышӑнма чӗремӗрсем уҫӑличчен, ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитичченех пире саккун сыхласа тӑнӑ. Ҫапла вара ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе ҫитерчӗ. Ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе вара эпир ача пӑхаканӑн ирӗкӗнчен тухрӑмӑр. Мӗншӗн тесен эсир пурсӑр та Христос Иисуса ӗненнипе Турӑ ывӑлӗсем пулса тӑтӑр. Христоспа пӗр пулма тӗне кӗрсе эсир Христос сӑнлӑхне йышӑнтӑр. Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр. Енчен те эсир Христосӑн пулсан, эппин эсир Авраам тӑхӑмӗсем, Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр. Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли, Ӑна ӗненсе пурӑнакан ҫылӑха кӗмест. Ҫылӑха кӗрекен вара Ӑна пӗлмест.
Выбор основного перевода