Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ. Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ. Иисус пуҫне ҫӗкленӗ те, никам та тӑрса юлманнине курса, хӗрарӑмран ыйтнӑ: «Эй, хӗрарӑм, сана айӑплакансем ӑҫта кайса кӗчӗҫ? Никам та сана айӑпламарӗ-и?» Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури. Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар. Сире сӑваплатакан Турӑ ирӗкӗ сире аскӑнлӑхран пӑрӑнма хушать. Турӑ пире ирсӗр пулмашкӑн мар, сӑваплӑ пулмашкӑн чӗнсе илнӗ. Ӗнтӗ эсир ӗненӗвӗр тӗллевӗ патне – чуна ҫӑласси патне – ҫитсе пыратӑр. – Тӳрӗ мар ҫын усал тусах пурӑнтӑр, ирсӗрри татах ирсӗрлентӗр. Тӳрӗ ҫын ырӑ тусах пурӑнтӑр, сӑвапли тата сӑваплӑрах пултӑр».
Выбор основного перевода