Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫапла вара, пӗр ҫын урлӑ тӗнчене ҫылӑх килнӗ, ҫылӑхпа пӗрле – вилӗм. Пӗр ҫынна пула пурте вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пурте ҫылӑха кӗнӗ. Ҫылӑх, вилӗм кӳрсе, хуҫаланнӑ. Ҫавнашкалах ырӑлӑх та, тӳрӗлӗх кӳрсе, хуҫаланӗ, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ. Ан улталанӑр: Турра хур тума ҫук! Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать. Тунӑ ҫылӑх вара вилӗм ҫуратать. Ҫирӗплетсе калани вара ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ – Ывӑлӗнче.
Выбор основного перевода