Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ. Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать. Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».
Выбор основного перевода