Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ. Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ. Чӗнсе илнӗ чух хӑвӑр кам пулнӑ, ҫаплипех юлӑр. Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ан пӑшӑрхан. Ирӗклӗ пулмашкӑн май килсессӗн те, хӑшӗ лайӑхраххине суйласа ил. Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури. Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ, ҫын чури пулмашкӑн ан килӗшӗр. Эй, тӑвансем! Эппин, чӗнсе илнӗ чухне сирӗнтен кашни кам пулнӑ, Турӑ умӗнче ҫаплипех юлтӑр.
Выбор основного перевода