Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет.
Ҫак телее кам илейӗ? Ӳт кастарни е ӳт кастарманни? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ», – тетпӗр эпир.