Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫапла вара, эпир, иудейсем, ытти халӑхсенчен маларах-и? Ҫук. Мӗншӗн тесен иудейсем те, ытти халӑхсем те ҫылӑхлӑ терӗмӗр ӗнтӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Тӳрӗ пурӑнакан пӗри те ҫук. Турра ӑнланас текен, ӑнтӑлса шырас текен пӗри те ҫук. Пурте тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ, пурте юрӑхсӑр; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗрре те ҫук». «Вӗсен карланки – уҫӑ тупӑк; чӗлхи – ултавлӑ, тути-ҫӑварӗнче – ҫӗлен наркӑмӑшӗ». «Ҫӑварӗ вӗсен усаллӑхпа тата вӗчӗхӳпе тулнӑ». «Урисем вӗсен юн юхтармашкӑн васкаҫҫӗ; вӗсем иртекен ҫул ҫинче – арканчӑкпа инкек-синкек; канӑҫлӑх ҫулне вӗсем пӗлмеҫҫӗ». «Вӗсен куҫӗнче Турӑран хӑрани ҫук». Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.
Выбор основного перевода