Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ. Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ. Пире саккун тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларттарса ывӑллӑха илес тесе Турӑ ҫапла тунӑ. Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ. Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
Выбор основного перевода