Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Христоспа пӗрлӗхлӗ туса, чӗрӗлӗх кӳрекен Сывлӑш хӑвачӗ мана ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарчӗ. Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ. Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ. Енчен те эпир хамӑр та, Христоспа пӗр пулса тӳрре тухма тӑрӑшаканскерсем, ҫылӑхлӑ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар. Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать».
Выбор основного перевода