Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ». Хытӑрах та хытӑрах ӗненсе пынӑҫемӗн Ырӑ Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлсах пырать. Ун пирки Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ». Мӗншӗн тесен этем саккуна пӑхӑннипе мар, ӗненӳпе тӳрре тухасса эпир ҫирӗп шанатпӑр. Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук.
Выбор основного перевода