Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Эпӗ вара, вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗн ҫулӗпе тӳрӗ пыманнине курсан, Петра пурин умӗнчех ҫапла каларӑм: «Эсӗ иудей пуҫҫӑнах иудей йӑли-йӗркипе мар, ытти халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнатӑн пулсан, епле-ха тата ытти халӑхсене иудей йӑли-йӗркипе пурӑнма хистетӗн?» Эй, айван Галати ҫыннисем! Сире кам илӗртсе чӑнлӑхран пистерчӗ? Пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен сире куҫӑн курӑнмалла пуличченех каласа кӑтартманччӗ-и вара? Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать.
Выбор основного перевода