Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ. Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ. Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ. Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ. Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр.
Выбор основного перевода