Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр. Анчах та халӗ, хамӑра ҫыхса тӑракан саккуншӑн вилӗ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирӗклӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир саккунри кивӗ сас паллисем хыҫҫӑн кайса мар, ҫӗнелнӗ чун хавалӗпе Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнатпӑр. Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ. «Эпир ытти халӑхсенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар, эпир иудей пулса ҫуралнӑ. Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ.
Выбор основного перевода