Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Чӗрӗлӗх хапхи вара тӑвӑр, ҫулӗ хӗсӗк. Ҫав ҫула тупаканӗ сахал». Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен. Эпӗ – вӗсенче, Эсӗ те – Манра. Вӗсем те чӑннипех пӗр пулччӑр. Мана Эсӗ янине тата Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр. Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр. Енчен те эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрле чӗрӗлӗхлӗ пуласса та ӗненетпӗр. Эпир пӗлетпӗр: вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христос урӑх вилмест. Вилӗм Унпа текех пуҫ пулаймасть. Вилессе Вӑл, ҫылӑх тыткӑнне пӗтерсе, пӗрре вилнӗ. Пурӑнасса вара Турӑшӑн пурӑнать. Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр. Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара. Пире ҫак тӗнче усаллӑхӗнчен хӑтарас тесе Иисус Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ. пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Выбор основного перевода