Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Христос чӗрӗлмен пулсан эсир ӗненни кӑлӑхах: эсир ҫылӑхӑрсенчен тасалман пулать. Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ. Акӑ эпӗ, Павел, сире калатӑп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимӗнле усӑ та кураймӑр. Эсир, хӑвӑра саккунпа тӳрре кӑларас текенсем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлтӑр. Енчен те Левий йӑхӗнчен тухнӑ священниксем халӑха чи паха шая ҫитерейсен (халӑха ун чухне панӑ саккун шӑпах левитлӑх ҫинче никӗсленсе тӑрать), Аарон евӗрлӗ мар, Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Аслӑ священник мӗн тума кирлӗччӗ?
Выбор основного перевода