Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫапла ӗнтӗ, тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен эпир сире Христос ячӗпе пӗлтеретпӗр. Мӗнле айӑпшӑн Моисей саккунӗпе тӳрре тухаймарӑр, кашни ӗненекен ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иисус урлӑ тӳрре тухаять. Хытӑрах та хытӑрах ӗненсе пынӑҫемӗн Ырӑ Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлсах пырать. Ун пирки Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ». Саккуна пурнӑҫланипе кӑна пӗр ҫын та Унӑн умӗнче тӳрре тухаймӗ. Мӗншӗн тесен саккун урлӑ ҫылӑх мӗнне пӗлесси ҫеҫ килет. Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ. Ӗнтӗ пӗлсе тӑрӑр: ӗненекенсем – Авраам ачисем. Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем Турра чунтан парӑннӑ Авраампа пӗрлех пиллӗх илеҫҫӗ.
Выбор основного перевода