Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ. Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ. Анчах та ҫул ҫинче, Дамаска ҫитесси инҫех те мар юлсан, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. Савлпа пӗрле пыракан ҫынсем никам курӑнмасӑрах сасӑ илтӗннӗрен шак хытса кайнӑ. Унтан Савл ура ҫине тӑнӑ, анчах куҫӗсем уҫах пулин те, нимӗн те курман. Вара ӑна Дамаска аллинчен ҫавӑтса илсе кайнӑ. Виҫӗ кун хушши вӑл нимӗн те курман; ҫимен те, ӗҫмен те. Дамаскра Анания ятлӑ пӗр ӗненекен пурӑннӑ. «Анания», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр куҫа курӑнса. «Турӑҫӑм, эпӗ Санӑн умӑнта», – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Тӑр та Тӳрӗ урама кай. Ҫав урамри Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. Вӑл халӗ кӗлтӑвать. Хӑй патне Анания ятлӑ пӗр ҫын пырасси, ҫав ҫын алӑ хурсассӑн тин куҫӗ куракан пуласси ӑна ӗнтӗ курӑнчӗ». «Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ. Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур». Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп». Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ». Ҫавӑнтах, темле каркӑҫ сирӗлнӗ пекех, унӑн куҫӗсем куракан пулнӑ. Ҫав кун вара Савл тӗне кӗнӗ. Ҫинӗ хыҫҫӑн ӑна вӑй та кӗнӗ. Вӗренекенсемпе пӗрле Савл Дамаскра темиҫе кун пурӑннӑ. Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсем вара пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе каланӑ: «Иисус ятне асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенни ҫак ҫын мар-и вара? Вӑл кунта та вӗсене тытса ҫыхса аслӑ священник патне илсе кайма килменччӗ-им?» Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман. Тепӗртакран иудейсем Савла вӗлерме кавар тунӑ. Вӗсем ӑна вӗлерес тесе кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ. Анчах та Савл вӗсен шухӑшне пӗлнӗ. Иисус вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле хула хӳми тӑрӑх лӑпӑ ҫине лартса антарнӑ. Дамаскран кайсан Савл Иерусалима пынӑ. Унта вӑл Иисус вӗренекенӗсемпе ҫывӑхланасшӑн тӑрӑшнӑ, анчах та пурте унран хӑранӑ, вӑл чӑнах та Христос вӗренекенӗ пулнине шанман. Варнава вара ӑна апостолсем патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл Савла ҫул ҫинче Хуҫамӑр курӑннине те, Хуҫамӑр ӑна мӗн каланине те, Иисус ячӗпе Савл Дамаскра епле хӑюллӑн ӳкӗтлесе вӗрентнине те вӗсене каласа кӑтартнӑ. Вара Савл вӗренекенсемпе хутшӑнса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра Иисус Хуҫамӑр ҫинчен уҫҫӑнах, хӑюллӑн вӗрентсе ҫӳренӗ. Савл грекланнӑ еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ. Лешсем ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ. «Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм. Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм. Хайхи Дамаскалла ҫывхарса пынӑ чухне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, сасартӑк тӳперен ман тӗле куҫа шартармалла ҫутӑ анчӗ. Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама калакан сасса илтрӗм. „Савл, Савл! – терӗ ҫав сасӑ. – Мӗншӗн эсӗ Мана хӗсӗрлетӗн?“ Эпӗ Ӑна хирӗҫ: „Кам пултӑн Эсӗ?“ – терӗм. Вара Вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Назорей Иисус“. Манпа пӗрле пыракансем ҫутта курсан хӑраса ӳкнӗ пулнӑ, анчах та манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен. „Турӑҫӑм! – терӗм эпӗ ҫавӑн чухне. – Мӗн тӑвас-ха манӑн?“ „Тӑр та Дамаска кай, – тавӑрчӗ мана Хуҫамӑр, – хӑвна мӗн тума пӳрнине унта сана йӑлтах калӗҫ“. Дамаска мана хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе пычӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пулса ларнӑччӗ. Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ. Мӗншӗн тесен эсӗ пур ҫын умӗнче те Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерӗн, ху мӗн курни-илтни ҫинчен каласа параканӗ пулӑн. Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“. Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм. Вара Ӑна куртӑм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терӗ Вӑл мана, – мӗншӗн тесен эсӗ Ман ҫинчен ҫирӗплетсе каланине кунтисем йышӑнмӗҫ“. „Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке. Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“. Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“». Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест. Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ. Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Выбор основного перевода