Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ. Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур». Итлекенсем вара пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе каланӑ: «Иисус ятне асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенни ҫак ҫын мар-и вара? Вӑл кунта та вӗсене тытса ҫыхса аслӑ священник патне илсе кайма килменччӗ-им?» Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм.
Выбор основного перевода