Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ мӑн асаттемӗрсене шантарнине пире, вӗсен ачисене, пачӗ. Иккӗмӗш псаломра каланӑ пекех пулса тухрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ Санӑн Аҫу пулатӑп“. Синедрионра ларакансен пӗр пайӗ саддукейсем, тепӗр пайӗ фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл канаш умӗнчех хыттӑн ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ, мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ». Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ чӑннине кӑтартмашкӑн Христос ӳт кастарнисен тарҫи пулнӑ. Ҫакна Вӑл иудейсен мӑн аслашшӗсене панӑ сӑмаха тытас тесе тунӑ. Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет.
Выбор основного перевода