Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ. Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ». Ҫавӑн чух Вӑл вӗренекенӗсене Ҫырнинче мӗн каланине ӑнланма ӑслӑлӑх панӑ, вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ. Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп.
Выбор основного перевода