Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха. Эсир те тахҫан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ. Халӗ вара, Хуҫамӑрпа пӗр пулса, ҫутӑлӑха тухрӑр. Эппин ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр. Вӑл пире, тӗттӗмлӗх аллинчен хӑтарса, Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн Патшалӑхне илсе кӗнӗ. Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.
Выбор основного перевода