Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. Ҫинӗ хыҫҫӑн ӑна вӑй та кӗнӗ. Вӗренекенсемпе пӗрле Савл Дамаскра темиҫе кун пурӑннӑ. Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсем вара пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе каланӑ: «Иисус ятне асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенни ҫак ҫын мар-и вара? Вӑл кунта та вӗсене тытса ҫыхса аслӑ священник патне илсе кайма килменччӗ-им?» Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман. Тепӗртакран иудейсем Савла вӗлерме кавар тунӑ. Вӗсем ӑна вӗлерес тесе кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ. Анчах та Савл вӗсен шухӑшне пӗлнӗ. Иисус вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле хула хӳми тӑрӑх лӑпӑ ҫине лартса антарнӑ. Дамаскран кайсан Савл Иерусалима пынӑ. Унта вӑл Иисус вӗренекенӗсемпе ҫывӑхланасшӑн тӑрӑшнӑ, анчах та пурте унран хӑранӑ, вӑл чӑнах та Христос вӗренекенӗ пулнине шанман. Варнава вара ӑна апостолсем патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл Савла ҫул ҫинче Хуҫамӑр курӑннине те, Хуҫамӑр ӑна мӗн каланине те, Иисус ячӗпе Савл Дамаскра епле хӑюллӑн ӳкӗтлесе вӗрентнине те вӗсене каласа кӑтартнӑ. Вара Савл вӗренекенсемпе хутшӑнса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра Иисус Хуҫамӑр ҫинчен уҫҫӑнах, хӑюллӑн вӗрентсе ҫӳренӗ. Савл грекланнӑ еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ. Лешсем ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ.
Выбор основного перевода