Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.
Эсир вара, савнӑ тӑванӑмсем, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунӑ сӑмахӗсене асра тытӑр.