Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Вӗсене хуравласа вара Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр, Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ. Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр. Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ. Ҫапла вара, ху еплерех чун ҫӳллӗшӗнчен ӳкнине аса ил те ӳкӗн, малтанхиллех ӗҫлесе пурӑн. Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫутаткӑҫна вырӑнӗнчен хускатӑп.
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода