Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Мӗн калар-ха эппин? Ырӑлӑх нумайлантӑр тесен пирӗн ӗлӗкхиллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Апла мар, паллах. Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ. Хӑйӗн хӑватлӑ мухтавӗпе Вӑл сире, тӗрлӗ вӑй-халпа ҫирӗплетсе, пурне те тӳссе ирттермешкӗн чӑтӑмлӑх патӑрччӗ. Сирӗн ҫак пахалӑхсем пур пулсан, вӗсене аталантарса пыратӑр пулсан, сирӗн Иисус Христос Хуҫамӑра пӗлесси ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ пулӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ хамӑра Ҫӑлакан, Пӗртен-пӗр Ӑслӑран та Ӑслӑ Турӑ ӗмӗрсемччен те, халӗ те, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, аслӑ, хӑватлӑ, вӑйлӑ пултӑр. Аминь.
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода