Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Ҫапла вара, сирӗн, Иисус Христос Хуҫамӑр килессе кӗтекенсен, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен ҫитменни нимӗн те ҫук. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ. Пӑсӑк та аскӑн ӑрура кӑлтӑксӑр, таса, Турӑ ачисем пек ҫитменлӗхсӗр пуласчӗ тесе, мӗн тумаллине ӳпкелешмесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр. Ҫак ӑру ҫыннисем хушшинче тӗттӗм тӗнчери ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр, Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр. Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ. Сире ӳкесрен упраса хӑварма, ҫитменлӗхсӗр те савӑклӑскерсене Хӑйӗн мухтавӗ умне тӑратма пултаракан,
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода