Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен. Тен, эсӗ Туррӑн аслӑ кӑмӑлне, йӑвашлӑхне тата нумай тӳсӗмлӗхне ним вырӑнне те хумастӑн? Турӑ кӑмӑлӗ сана ӳкӗнтересшӗн пулнине те ӑнланмастӑн-и? Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр. Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет.
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода