Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ пултарнӑ тӗнче Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет. Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр. Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ. Вӗсен куҫӗсем те ясарлӑхпа, ҫылӑха кӗрес килнипе ҫунса тӑраҫҫӗ. Хавшак чунлисене ҫав ҫынсем илӗртсе улталаҫҫӗ. Вӗсем, ҫӑткӑн чунлӑскерсем, ылхан ачисем. сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр. Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтсе, Турӑ умне ирсӗрленмесӗр те ҫитменлӗхсӗр, ҫураҫуллӑн тӑрасчӗ тесе тӑрӑшӑр.
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода