Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Аслӑ хула виҫӗ пая арканса кайрӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсен хулисем ишӗлсе анчӗҫ. Аслӑ Вавилон хулине те, Хӑйӗн ҫиллин куркине ӗҫтерес тесе, Турӑ Хӑй асӗнчех тытрӗ. Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ». Ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑ: «Ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, ирсӗрлӗхсен амӑшӗ – аслӑ хула Вавилон». Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса каларӗ: «Тӗп пулчӗ Вавилон! Виҫесӗр аскӑнчӑк тӗп пулчӗ! Вӑл шуйттан кил-ҫурчӗ, тӗрлӗрен усал сывлӑш пурӑнмалли вырӑн, тӗрлӗрен таса мар та йӗрӗнмелле вӗҫен кайӑк йӑви пулса тӑчӗ. Мӗншӗн тесен вӑл мӗн пур халӑхсене ясарлӑхӑн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ. Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, унӑн пысӑк пуянлӑхӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуйса кайрӗҫ». Унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, вӗсем ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Эй, тӗреклӗ Вавилон хули! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Пӗр самантрах санӑн судпала айӑпланмалла пулчӗ“.
Выбор основного перевода