Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп. Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн. Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.
Выбор основного перевода